Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çĕнтерỹ хăвăртрах çиттĕрччĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.02.2026, 22:16 Просмотров: 29

Районти Культура çуртĕнче иртнĕ эрнекун, февралĕн 20-мĕшĕнче, халăх сахал мар пулчĕ. Çак кун, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин уявĕ умĕн, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас кăмăллă хĕрлĕчутай сем «Хамăрăннисене пăрахмастпăр" ятпа иртекен ыркăмăллăх концертне пухăнчĕç. Ăна округ администрацийĕпе «Чавал» ентешлĕх пĕрле йĕркелерĕç.

Мероприятие Штанаш тăрăхĕнчи çамрăксем чуна пырса тивекен "Çара ăсатни" композиципе уçрĕç.

Пухăннисем умĕнче чи малтанах округ пуçлăхĕн çумĕ - округ администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев сăмах илчĕ. Вăл округра пурăнакансем малашне те пĕрле пулсан, хамăр ентешсене мĕн кирлипе тивĕçтерме пулăшсан çĕнтерỹ пулатех тесе палăртрĕ. Игорь Нестерович пĕр çар чаçĕнчен килнĕ Тав сăмахĕпе çак хастарсене - Владимир Петрович Ярайкина, Игорь Владимирович Романова, Владимир Геннадьевич Волкова, Борис Валерьевич Туйманкина - чысларĕ.

Хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх Канашĕн председателĕ Владимир Савинкин нумаях пулмасть Геннадий Викторов çыравçăн "Встанем на защиту веры и Отечества" ятлă 3-мĕш кĕнеки тухнине пĕлтерчĕ. Çак кĕнекере паттăрла пуçĕсене хунă пирĕн салтаксем пирки те çырнă - унта 13 ентеш хушамачĕ, 13 шăпа... Кĕнекене асăнмалăх çак паттăрсен - Ачкассинчи Сергей Сергеевич Аргандейкин, Турханти Алексей Михайлович Воронов тата Виталий Юрьевич Воронов, Ишеккассинчи Евгений Николаевич Еремин тата Дмитрий Николаевич Петров, Анат Çĕрпỹкассинчи Сергей Александрович Иванов, Çĕн Атикассинчи Сергей Юрьевич Карпов, Утаркассинчи Андрей Геннадьевич Крышкин, Пантьăкри Евгений Александрович Максимов, Ваçкаçырминчи Сергей Николаевич Недиков тата Александр Александрович Романов, Штанашри Александр Александрович Степанов тата Хĕрлĕ Чутай салинчи Александр Николаевич Тверсков - тăванĕсене пачĕç. Палăртмалла, ентешлĕх Канашĕ паттăрсен ячĕсем халăх асĕнче юлччăр тесе ку кĕнекене округри шкулсем тата тĕп библиотека валли те туяннă, кĕнекесене вырăна çитерме Игорь Живоева пачĕç. Унтан Владимир Михайлович ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пу-лăшас ĕçе хăйсен тỹпине хывакан хастарсене ентешлĕх Канашĕн Тав сăмахне парса чысларĕ. Ху хисепе çаксем тивĕçрĕç - Зоя Александровна Музякова, Матвей Владимирович Мадайкин, Александр Владимирович Колесников, Светлана Валерьевна Алякина, Эдуард Петрович Сапожников, Александр Анатольевич Горланов, Игорь Нестерович Живоев, Алексей Борисович Лесин, Владимир Александрович Марков, Николай Сергеевич Ульянов, Владимир Александрович Сядайкин, Александр Алексеевич Васюков, Наиль Асхатович Махмутов, Сергей Борисович Долгов, Раççей пенсионерĕсен союзĕн округри уйрăмĕн Канашĕ. Палăртмалла, Владимир Савинкин Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ентешсем пухса панă 67 пин те 500 тенке ыркăмăллăх концерчĕн пухмачне хыврĕ.

Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6