ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иван МИХОПАРОВ, муниципаллă округ пуçлăхĕ:
- Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин Патшалăх Думинче правительствăн 2025 çулти ĕçĕ пирки отчет туни пирĕн çĕршывшăн паллă пулăм пулса тăчĕ. Вăл Раççейĕн пĕтĕм тĕнче аренинчи позицийĕсене çирĕплетес тата çĕршывра пысăк çитĕнỹсем тăвас енĕпе власть ĕçĕ çыхăнуллă пулнине уççăнах кăтартса пачĕ.
Премьер-министр ачаллă çемьесене социаллă пулăшупа тивĕçтерессине малалла тăсмаллине, аслă тата вăтам пĕлỹ паракан ятарлă вĕренỹ заведенийĕсенче бюджет вырăнĕсен йышне ỹстермеллине палăртрĕ, çакă кадрсен дефицитне пĕтерес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Единая Россия" партипе пĕрле пулас профессионалсене тĕллевлĕ хатĕрлес тĕлĕшпе тунă йышăну питĕ актуаллă тата вăхăтлă.
Пирĕн округ "Кадрсем" наци проектне хастар хутшăнать, студентсемпе, шкул ачисемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе профориентаци енĕпе чылай мероприяти ирттерет. Шăпах çакăн пек пуçарусем çамрăксене профессие тĕплĕн шухăшласа суйласа илме тата карьера ỹсĕмĕн малашлăхне курма пулăшаççĕ.
Уйрăмах вĕренỹ секторĕнче кадрсем çитменнине шута илмелле, унта педагогсен вăтам çулĕ 50 çула çывхарса пырать. Çавăнпа та çамрăк специалистсене округа ĕçлеме килме илĕртесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Михаил Мишустин асăннă отрасльсенче кадрсем кирлĕ пулассине палăртни малашлăха шанчăк кỹрет. Чи кирлĕ специальноçсемпе бюджет вырăнĕсен йышне ỹстерни пирĕн çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Август 2026 |
