ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Округра пурăнакансем Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2026» массăллă чупăва хастар хутшăнчĕç.
Спорт уявĕ «Чавал» уçланкă çывăхĕнчи вăрманта иртрĕ. Пĕтĕмпе мероприятие 700 яхăн çын хутшăнчĕ. Çанталăкĕ те лăпкă пулчĕ. «Хастар» спорт шкулĕн коллективĕ вара лайăх кăмăл-туйăм валли меллĕ условисем йĕркелерĕ. Культура ĕçченĕсем юрăпа савăнтарчĕç. Купăс сасси таврана сарăлчĕ. Вăрманти уçă сывлăш вара кашнинех финиша пĕрремĕш çитме хавхалантарчĕ.
Спорт тусĕсене округ пуçлăхĕ Иван Михопаров, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Волкова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мурайкин, муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов саламларĕç, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕç.
Старта пĕрремĕш чи кĕçĕннисем тăчĕç. Хĕрлĕ Чутайри икĕ çулхи Есения Ладайкина чи кĕçĕнни пулчĕ. Вăл паянхи кун «Пилеш» ача садне çỹрет. Палăртмалла, уява пынисем пĕчĕк спортсменсене алă çупсах хавхалантарчĕç.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
