ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Округра ялхуçалăх продукцийĕпе райпо тата «Санккино» ТЯО ĕçлет. Хĕрлĕ Чутай райповĕпе илес-тĕк, вăл 2025 çулта 95,5 млн ытла тенкĕлĕх тавар продукцине туса илнĕ. Вăл шутра «Четайское» ТЯО-н тавар продукцийĕн калăпăшĕ - 82,4 млн тенкĕ, «Янтарь» ТЯО-н - 10,1 млн тенкĕ, «Заря» ТЯО-н - 3 млн тенкĕ.
Округра тăваттăмĕш çул ĕнтĕ «Санккино» ТЯО ăнăçлă аталанса пырать. Вăл сыр тăвассипе тимлет. «Санккино» продукцийĕ Раççейĕн 35 регионĕнче сутăнать. Çавăн пекех обществăн Казахстанпа ĕçлекен экспорт контракчĕ пур. «Санккино» сыр завочĕ хăйĕн продукцийĕпе Мускавра февралĕн 9-12-мĕшĕсенче иртнĕ 33-мĕш Халăхсем хушшинчи «Продэкспо - 2026» курава пĕрремĕш хут хутшăнчĕ. Асăннă площадкăра 37 ытла çĕршыври 2 пин ытла компани хăйĕн продукцине тăратнă. Сыр туса илекен завод уçни паянхи кун ялăн комплекслă аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çакă йăлари тата инфратытăмри чылай ыйтăва татса пама пулăшать. Çĕнĕ çемьесем ĕç вырăнĕ тата ачасене тивĕçлĕ воспитани памалли лайăх условисем пур çĕрте ĕçлесе пурăнасшăн.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
