ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Мартăн 29-мĕшĕнче хĕрлĕчутайсен «Чавал» ентешлĕхĕ 30 çул тултарать. Вăл ентешсене пĕтĕçтерекен пысăк пĕрлешỹ пулса тăчĕ. Чăнах та, пирĕн йышра кам кăна çук пуль: ертуçĕсемпе тĕрлĕ шайри специалистсем, врачсемпе учительсем, сăвăçсемпе юрăçсем, композиторсемпе художниксем, çамрăксемпе тивĕçлĕ канурисем... Пурте вĕсем хăйсен тĕп ĕçĕнче тăрăшса вăй хураççĕ, ентешлĕх юхăмне май килнĕ таран хутшăнаççĕ. Паян вара, Çĕршыв хỹтĕлевçи кунĕ умĕн, манăн Шалти ĕçсен министерствин, Раççей Çарĕпе ытти ведомствăсен тытăмĕнче ĕçленĕ тата халĕ тимлекен ентешсем пирки сăмах пырĕ.
Малтанах ентешлĕх кун-çулĕн малтанхи тапхăрĕнче ырă йĕр хăварнă, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă офицерсене асăнас килет: Геннадий Филиппович Горбунов полковник (Хĕрлĕ Чутай сали), Петр Александрович Филиппов полковник (Утаркасси ялĕ), Юрий Никонович Григорьевский полковник (Çĕн Атикасси ялĕ) тата ыттисем те.
Хальхи вăхăтра ентешлĕх канашĕнче тĕрлĕ службăра вăй хунисен комитечĕ тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Пурте пĕлетпĕр – ентеш-офицерсемпе пĕрле çулленех май уйăхĕн пуçламăшĕнче округри ялсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксем, Шупашкарта Совет Союзĕн паттăрĕн Алексей Романович Логиновăн палăкĕ умĕнче тĕлпулусем ирттерсе чĕрĕ чечексем хуратпăр, пĕлтĕр «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» Мемориаллă комплекса çитсе вăл вăхăтри çынсен паттăрлăхне сума суса пуç тайрăмăр тата ытти те.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
