ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иртнĕ шăматкун, февралĕн 7-мĕшĕнче, Атнар шкулĕнче округ пуçлăхĕпе Иван Николаевич Михопаровпа пĕрле ялхуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансем тата шкул директорĕсем пухăнса кунта агрокласс уçасси пирки калаçрĕç.
Агрокласс уçасси "Российское село" тата "Новая школа" парти проекчĕсен Чăваш Енри пилотлă проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать.
Канашлăва Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ, "Российское село" парти проекчĕн регионти координаторĕ Андрей Макушев та хутшăнчĕ.
Малтанах палăртмалла, паянхи кун пур сферăра та ĕçлекенсем çитмеççĕ. Паллах, ку тĕрлĕ сăлтавсене пула. Ыттисемпе танах ялхуçалăхĕнче те ĕç вырăнĕсем нумай. Çавăнпа та округ администрацийĕ агрокласс уçасшăн. Мĕнле тĕллевпе? Кĕскен палăртсан çапла калама пулать: пуласлăх - çамрăксенче! Çамрăксем тăван ялтах юлсан çемьесем чăмăртанаççĕ, ачасем çуралаççĕ - çын йышĕ ỹсет, организацисем уçăлаççĕ, çĕнĕ кил-çуртсем çĕкленеççĕ… пĕтĕмĕшле - округ аталанать. Çавăнпа çамрăксем округрах тĕпленччĕр тесе нумай хваттерлĕ çуртсем тăваççĕ, шкулсемпе ача сачĕсене çĕнетеççĕ, больница валли çĕнĕ оборудованисем туянаççĕ, çулсене юсаççĕ... Пур сферăра та çĕнетме тăрашаççĕ.
Мĕншĕн Атнар шкулĕнче агрокласс уçаççĕ тетĕр пулĕ? Мĕншĕн тесен Атнарта "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕ пур. "Коминтерн" ЯХПК хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе республикăра лайăххисен шутĕнче. Кунта, пурте куратпăр, çĕнĕ йышши фермăсемпе техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх… Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăтам ĕç укçи кунта 79 пин тенкĕпе танлашнă. Шăпах, "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн пурлăх бази пуян та çĕнĕ йышши пулнăран шкул ачисене вĕренме меллĕ. Кун пирки вара никам та хирĕçлеймĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
