ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин вице-премьерĕпе - ялхуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулура агропромышленность комплексне кадр резервĕпе тивĕçтерес ыйтăва çĕкленĕ.
"Эпир пĕр вĕçĕмсĕр аграри пĕлĕвĕ памалли система йĕркелесе ятăмăр, - тенĕ Олег Алексеевич. - Паян республикăра шкулчченхи учрежденисенче 137 агролаборатори, шкулсенче 40 агрокласс ĕçлет. Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕпе Чăваш патшалăх аграри университечĕ профильлĕ вĕрентỹ ĕçне туса пыраççĕ. Тепĕр тапхăр - вузсем хушшинчи кампус туса хурасси, унăн тĕпчевĕсем производство валли çĕнĕ йышши продуктсемпе технологи йĕркелеме пулăшĕç. Çак практика пĕтĕм Раççейшĕн уникаллă пулса тăрать".
Олег Алексеевич ялхуçалăхне юратма ача чухнех хăнăхтармалла тесе шутлать. Ача садĕнчи агролаборатори ячĕшĕн çеç йĕркеленĕ çутçанталăк кĕтесĕ ан пултăр, професси енне пĕрремĕш утăм тума пулăштăр. Çак моделе ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Ялхуçалăх министерстви ырласа йышăннă, ытти регионсене пирĕн опытпа усă курма сĕннĕ.
Савăнсах пĕлтеретпĕр, пирĕн округра "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсенче агролабораторисем ĕçлеççĕ, ытти ача сачĕсенче те агрокĕтессем пур. Кунти ĕçченсем ачасене пĕчĕклех çĕр ĕçне юратма вĕрентеççĕ, хăнăхтараççĕ.
Шкулсенче кадрсем хатĕрлесси "АПК валли - кадрсем" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать. 2026 çулта тата ултă муниципалитетра агроклассем уçма палăртнă, çав шутра пирĕн округра та.
Август 2026 |
