Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хунямасăр урамри маттур та хастар хуняçасем

Категория: Общество Опубликовано: 06.02.2026, 17:42 Просмотров: 30

Хĕрлĕ Чутай сали çывăхĕнче аякран курăнса ларакан пысăк урама асăрхамасăр май çук. Унти çуртсене 1985 çулта "Октябрь" совхоз ĕçченĕсем валли патшалăх укçи-тенкипе çĕкленĕ. Хваттерĕсене хуçалăха уйрăмах аталантарассишĕн тăрăшакан çамрăксем илме тивĕç пулнă. Урам ятне те савăнса Аслă Çĕнтерỹ 40 çул тултарнă май Юбилейнăй тесе çирĕплетнĕ. Питĕркассипе Кỹпеш ялĕсенчен те инçех мар.

Мĕнле-ха вăл пурнăç тени? Кунта пĕри пурăнаканни шỹтлесе сĕннĕ пек: пирĕн кунта "хунямасăр урам" сăмах çаврăнăшĕ халăх хушшинче хăвăрт сарăлса кĕрсе юлнă. Пурнăç тĕввипе çыхăннă çак хисеплĕ ята хунямасене тиркенипе мар, шỹтлесе те асăрханса каланă ĕнтĕ. Хуняма вăл яланах вĕрентсе калакан, ырă канашпа ăс паракан, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма пулăшакан шутланать. Ахальтен мар ăна учительпе танлаштарса иккĕмĕш анне теççĕ. "Икĕ кĕпе пулнă пулсан сана хывса парăттăм, хам теприне çуса тăхăнкаласа çỹрĕттĕм", - тенĕ ĕлĕкхи ватă хунямасем.

Паянхи кун урамра 32 çемье пурăнать, вĕсем нимле ĕçрен те хăрамаççĕ, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕçне ỹстереççĕ, Мускава та кайса ĕçлеме ỹркенмеççĕ тата ытти енĕпе те хастарлăх кăтартаççĕ. Çак урам хушшипе утса пынă чухне чылай улшăну куратăн. Патшалăх лартнă çуртсем çумне хăйсем çĕнĕрен хушса вăрăмлатса, кирпĕчрен купаласа иккĕмĕш хутне хăпартнă. Хапхисене те тимĕртен ăсталаса лартнă, çавра юпасемпе илемлетнĕ, çĕнĕ алăкĕсем тата ытти те. Çакă, паллах, тăрăшса ĕçлемесĕр пулмасть. Кунта пурăнма килнĕренпе сахал мар шыв-шур юхнă, ырă вăхăт иртни сисĕнмест вăл. Малтанхи çемьесем кинсем кĕртсе хăйсем те хунямасемпе хуняçасен ятне илме тивĕç пулнă, хунямасене юрама та хăнăхнă. Урăхла епле пултăр-ха тата? Вĕсем питĕ туслă пурăннă май, ывăлĕсемпе хĕрĕсем тăванланса, çĕнĕ çемье çавăрса пурăннă.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6