ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин инвестици аталанăвĕн агентствин делегацийĕ округра ĕçлĕ визитпа пулнă. Экспертсем муниципаллă округăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине кĕртнĕ инвестици проекчĕсене тишкернĕ.
Округ территорийĕнче планпа 13 проекта пурнăçа кĕртмелле. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 1,4 миллиард тенке яхăн. Вĕсенчен 9-шне ырланă. Ĕçсем тĕрлĕ отрасльсене пырса тивеççĕ: ялхуçалăхне, туризма, промышленность производствине. Проектсене пурнăçа кĕртни округра 100 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме парĕ.
Проектсем хушшинче çак пуçарусем пур: çи-пуç çĕлессипе ĕçлекен "Руно Спец" ТЯО производствине анлăлатасси, "Нива" ЯХПК-ра 200 тата 400 пуçлăх ĕне витисене çĕклесси, сыр хатĕрлессипе хальхи йышши пысăк технологиллĕ завод (С.Михопарова уйрăм предприниматель), Айхол юханшывĕ патĕнчи кану базинче туризм инфратытăмне тăвасси ("Луга Чувашии" ТЯО), "Хурт-хăмăр сукмакĕ" тата "Сплав по реке Сура" (Д.Лобастов уйрăм предприниматель, ăна пĕр проектне çеç кăларма сĕннĕ) уçасси, "Коминтерн" ЯХПК-ра мăйракаллă шултра выльăх валли комплекс çĕклесси тата ытти те.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
