ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кун хыççăн кун иртнĕ май çулсем те пухăнсах пыраççĕ. Тăнлавсем шуралнă май пурнăç опычĕ те хушăнать. Пархатарпа ирттернĕ кашни кун, кашни самант пуянлăха çаврăнать. Чăн та, ырă та уçă кăмăл-туйăмпа пурăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çакна Тури Çĕрпỹкассинче пурăнакан Герасим Ва сильевич Федоров никамран аван пĕлет.
Ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ январĕн 26-мĕшĕнче хăйĕн сумлă 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам Çырăвне тивĕçнĕ, çывăх çыннисемпе хăнасенчен ырă сăмахсем йышăннă.
Герасим Васильевич Анна Васильевна мăшăрĕпе пилĕк ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Чун тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, çемье хаклăхне упрама вĕрентнĕ. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, çемье çавăрнă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
