ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хăйсене шанса панă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан округри тăрăшуллă ĕçченсене тăтăшах пысăк уявсенче чыслаççĕ. Акă, 2025 çулта июнь уйăхĕнче иртнĕ "Акатуйра" та чылай çынна тĕрлĕ наградăпа Хисеп хучĕ парса саламларĕç. Чыслава тивĕçнисен йышĕнче Ольга Николаевна Макарована та курма пултартăмăр. Вăл "Росгосстрах" страхлав компанийĕн ертỹлĕхĕнчен Тав çырăвне тивĕçнĕччĕ. Паянхи сăмахăм шăпах ун пирки пырĕ.
Ольга Николаевна Ваçкаçырми ялĕнче 1971 çулта февралĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Зойăпа Николай Вазяковсен çемйинче ỹснĕ, виçĕ ачаран кĕçĕнни пулнă. Шкул саккипе сывпуллашсан Ольга Николаевна бухгалтер профессине алла илнĕ. Вăл Мишеркассинчи Николай Макаровпа çемье çавăрнă. Ольгăпа Николай çут тĕнчене ывăлпа хĕр парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ ашшĕ-амăшне мăнук парнелесе те савăнтарнă.
Юратнă ĕç те çынна киленĕç кỹрет. Шăпа Ольга Макарована округри "Росгосстрах" компанине илсе çитернĕ. Кунта вăл страхлав агентĕнче 2017 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса тимлет, Пантьăк территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансен тĕрлĕ пурлăхне страхлама пулăшать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
