ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Алкоголь пĕтĕм организма сиенлĕ витĕм кỹрет. Уйрăмах вăл хĕрарăмсемшĕн тата çамрăксемшĕн хăрушă. Статистика кăтартăвĕсемпе алкоголе пула çулсерен Раççейре 600 пин çын вилет, ыттисен пурнăçĕ вăтамран 10-15 çул таран кĕскелет.
Чылай вăхăт хушши эрех-сăра ĕçсен пĕтĕм организм йывăрлăх тỹсет. Уйрăмах - пуç мими. Çавна пула алкоголиксен кăмăл-туйăмĕ тăтăшах улшăнать, астăвăм хавшать. Чĕре-тымар тытăмĕ те сиенленет. Çыннăн чĕре ыратнисĕр пуçне юн çаврăнăшĕ те пăсăлать. Юн пусăмĕ те улшăнсах тăрать. Ỹпке те сиенленет, мĕншĕн тесен эрех ĕçекенсенчен чылайăшĕ никотинпа та усă курать. Пур токсин та организма сывлав органĕ витĕр лекет. Çакă инфекци чирĕсен сăлтавĕ пулма пултарать. Çавăн пекех вăраха кайнă алкоголизм чухне апата ирĕлтерекен пур орган та аманать - вар-хырăм язви тата ракĕ аталанать. Пĕвер ĕçĕ юрăхсăра тухать.
Алкоголь - вăрах наркăмăш. Вăл пĕтĕм организма хавшатать. Кунне 30 миллиграмм этанол (икĕ черкке шур эрех е кĕленче сăра) ĕçни пĕвер циррозĕ патне çитерет. Хĕрарăмсемшĕн çак цифрăн виççĕмĕш пайĕ те çителĕклĕ. Эрехе пулах пуç мимин тымарĕсем те сиенленеççĕ. Миокард инфарктĕнчен вилес хăрушлăх ỹсет.
Ан манăр: эрех-сăра ĕçни лайăххи патне илсе çитермест.
Александр ЯКОВЛЕВ, райбольницăн наркологĕ
Август 2026 |
