ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Округра вăрăм ĕмĕрлĕ ĕç ветеранĕсем пурри савăнтарать. Вĕсенчен пĕри - Шулю ялĕнче пурăнакан Ольга Ивановна Данилова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Крыцова). Вăл январĕн 14-мĕшĕнче 95 çул тултарнă.
Ольга Ивановнăн ачалăхĕ çăмăл килмен. 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн хĕр тăван колхозра вăй хума тытăннă. Кунта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшнă. Ĕçре лайăх кăтартусем тунăшăн, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чылай наградăна илме тивĕç пулнă. Вăл - ĕç ветеранĕ.
1951 çулта вăл Шулю каччипе, Николай Иванович Даниловпа, çемье çавăрнă. Çамрăк каччă пăрчăкан пек вăр-вар хĕре шкул хыççăнах куç хывнă. Мăшăр çичĕ ачана кун çути парнеленĕ. Ольга Ивановна ир-ирех колхоза васканă. Апла пулин те ачисене валли кăмакана яшка лартса хăварнă. Килте яланах вĕри çăкăр пулнă. Николай Иванович та тăван колхозра бригадирта вăй хунă, унтан - пилорамăра.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
