ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çапла калас килет манăн нумай çул пурăнакан çынсене. Ĕмĕт пулсан çыннăн пурăнас килет, вăйĕ те, çуначĕ те хушăнать. "Ватă кинемейсемпе мучисен мĕн ĕмĕчĕ пултăр?" - тени тĕрĕс мар. Акă, кукамай калани аса килет: "Малтан ачасене ỹстерсе, вĕрентсе кăларас ĕмĕтпе пурăнтăм. Кайран вĕсем çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнине курса савăнас килчĕ. Унтан - кĕçĕн мăнуксене", - тетчĕ. Кашни çын çавăн пек хавхаланса пурăнма кирлĕ те.
Штанаш салинче пурăнакан Мария Герасимовна Ефремова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Ишмейкина) та çапла пурăнать. Йăх сыпăкран сыпăка тăсăлнине курма Турă вăрăм кун-çул çырса панă ăна. Январĕн 3-мĕшĕнче кинемей хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен тата хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.
Мария Герасимовна Штанашри фельдшер пунктĕнче 41 çул ытла санитаркăра тăрăшнă, ĕçтешĕсем тата ял çыннисем хушшинче хисепе тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе, çак ял каччипе Филимон Сергеевичпа, пĕрле тăватă ачана - пĕр ывăлпа виçĕ хĕре - кун çути парнелесе ура çине тăратнă, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, ваттисене хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
