ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Лашасемпе тихасен çĕрлехи хуралçи пулнă
Çăкăртан аслă пулаймăн. Çăкăр хакне тар тăкса ĕçлекен кăна пĕлет. Ваттисен кунашкал сăмахĕсене вуншар илсе кăтартма пулать. Вĕсен пĕлтерĕшĕнче - çăкăра хисеплесси. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем хушшинче мĕн авалтанах аякран ырăпа килнисене, хăнасене, тăван-пĕлĕше çăкăр-тăварпа кĕтсе илесси ырă йăлара. Кĕреке хушшине ларсан та аслисем çăкăр пуçлаççĕ, вăл сĕтел çинчен ан татăлтăр, теççĕ. Йывăрлăхпа нушана тỹссе ирттерекен çеç çăкăра хисеплеме вĕренет, ун умĕнче пуç таять.
Туктамăш ялĕнче пурăнакан вăрçă ачи Алексей Архипович Пигильдин Аслă Çĕнтерỹ çулĕнче, 1945 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пурнăç йывăр пулнă пирки вăл хура çăкăр хакне пĕлсе ỹснĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсене аса илнĕ май, тантăшĕсемпе пĕрле çуллахи кунсенче уй-хиртен кĕменни çинчен, ĕç кунĕ ытларах пултăр тесе аслисемпе тан вăй хума тивнине, бригадир мĕн хушнине йăлтах пурнăçланине, хĕвел ансан лашасемпе тихасене улăх-çаран çине кăларса автан авăтиччен çĕрлехи хуралçă вырăнĕнче пулнине куç умне кăларчĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
