ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çулсерен аван вĕренекен, пулта-руллă, хастар та пуçаруллă шкул ачисене, студентсемпе çамрăк специалистсене ятарлă стипенди парса хавхалантараççĕ. Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе 2026 çулта уйăхсерен стипенди илме пултаракан çамрăксене палăртрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕ 2500 тенкĕпе танлашать. Ăна тивĕçнĕ çамрăксем çулталăкĕпех кашни уйăхра палăртнă укçана илсе тăрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăма тивĕçнĕ яшсемпе хĕрсем хушшинче пирĕн округри çамрăксем те пур.
Акă, вĕсем:
Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта ăс пухакан çамрăксем –
. Артур Михайлович Алексеев;
. Карина Викторовна Вазинкина;
. Кристина Алексеевна Епифанова;
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн пултаруллă вĕренекенĕсем –
. Ангелина Андреевна Максимова;
. Дарья Сергеевна Герасимова;
. Нелли Николаевна Чубайкина.
Стипенди илме тивĕçнĕ çамрăксен йышĕнче Атнарти территори пайĕн администрацийĕнче тĕп эксперт специалистра тăрăшакан Ксения Алексеевна Терушкина пурри те савăнтарать.
Август 2026 |
