ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иван МИХОПАРОВ, округ пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăка пĕтĕмлетрĕ, тỹрĕ эфирта журналистсемпе çĕршывра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Пилĕк сехете яхăн тăсăлнă передача çĕршыври тата тĕнчери политикăн пĕлтерĕшлĕ енĕсене пурне те çавăрса илчĕ. Социаллă хỹтлĕхĕн актуаллă ыйтăвĕсене, экономикăна аталантарассине тата тĕнче аренинчи Раççейĕн позицийĕсене çирĕплетессине уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Пĕлтерĕшлĕ темăсем сахал мар пулчĕç, вĕсене кашнинех граждансем хакласа йышăнаççĕ. Владимир Путинăн Раççейре пурăнакансемпе йĕркеленĕ уçă калаçăвĕ - хумхантаракан ыйтусемпе пĕр-пĕрин шухăшĕсемпе ылмашăнни кăна мар, çитĕнỹсем çинчен тĕплĕн каласа пани тата çывăх пуласлăхри чи кирлĕ ыйтусене палăртни. Патшалăх суверенитетне тивĕçтерес тĕлĕшпе Президент позицийĕ уйрăмах пĕлтерĕшли палăрать. Хальхи вăхăтăн çăмăл мар условийĕсене пăхмасăрах, Раççей хăйĕн хăй тĕллĕнлĕхĕпе никама пăхăнманлăхне шанчăклăн çирĕплетет, çĕршывăн çирĕп аталанăвне тивĕçтерет. Вăйлă лидер ертсе пынипе пирĕн патшалăхăн малашнехи çитĕнĕвĕпе аталанăвĕ пирки пĕр иккĕленỹ те çук.
Николай АРТЕМЬЕВ, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ:
- Хăйĕн çулсеренхи тỹрĕ линийĕ вăхăтĕнче Владимир Путин ачасене воспитани памалли условисене лайăхлатасси пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ тата Раççей çемйисен ырлăхне ỹстерме пулăшакан темиçе пуçарăва сĕнчĕ.
Тĕп çĕнĕлĕхсем хушшинче:
- Çемье налук тỹлевĕсем: маларах тупăшран тытса юлнă налукăн (НДФЛ) пайне халĕ çемьесем каялла илме пултараççĕ. Енчен те çемье бюджечĕ кашни çемье членĕ пуçне регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 1,5-ран кая пулсан, патшалăх налук суммин çуррине (тỹленĕ 13 процентран 7-шне) тавăрать.
- Социаллă гарантисене хỹтĕлесси: Президент çавăн пекех нумай ачаллă çемьесен тупăшĕ ỹснĕ чухне те пур çăмăллăхсене те сыхласа хăварма кирлине палăртрĕ. Çакă ĕç укçин ỹсĕмĕ социаллă пулăшусене çухатма пултаракан лару-тăрăва сирсе яма май парать.
Унсăр пуçне халăх хушшинче ача çуратас идейăна пропагандăлас ыйтусене уйрăмах тимлĕн пăхса тухнă. Владимир Владимирович шухăшĕпе, ачасене воспитани парасси Раççей обществин культурин çамрăк ашшĕ-амăшне илĕртекен тĕп элеменчĕ пулмалла.
Çак пуçарусене туллин ырласа йышăнмалла, вĕсем патшалăхăн Раççей халăхĕн пулас ăрăвĕсем валли хăтлă условисем тума ăнтăлнине ырлаççĕ. Ачаллă çемьесене пулăшса эпир хамăр çĕршывăн малашлăхне инвестици хыватпăр, наци çирĕплĕхĕпе аталанăвне тивĕçтеретпĕр.
Август 2026 |
