ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çĕнĕ çул - çемье уявĕ, ăна çитĕннисем те, ачасем те кĕтеççĕ. Çак чаплă уяв çитиччен нумаях та юлмарĕ. Ăна кĕтсе илме çынсем тăрăшсах чăрăш е хыр йывăççине капăрлатаççĕ. Вĕсене урамсене, предприятисемпе учрежденисем умне, харпăр хăй килĕсене вырнаçтараççĕ. Çапла вара çĕнĕ çул чăрăшĕсем чылай хушă илем тата савăнăç кỹрсе ларĕç.
Анчах çакăнпа пĕрлех Çĕнĕ çул умĕн çамрăк чăрăшсемпе хырсене ирĕк памасăр вăрттăн тĕлли-паллисĕр касасси те нумайланать. Ку вара - йĕркене сĕмсĕрĕн пăсни. Уншăн РФ КоАП-ăн 8.28 статйипе килĕшỹллĕн административлă явап тыттараççĕ, штраф параççĕ; граждансене - виçĕ пин тенкĕрен пуçласа тăватă пин тенкĕ таран, должноçри çынсене - çирĕм пинрен пуçласа хĕрĕх пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене - икçĕр пин тенкĕрен пуçласа виççĕр пин тенкĕ таран. Кунсăр пуçне право йĕркине пăсма усă курнă ĕç хатĕрне тата каснă чăрăша та конфискацилеççĕ. Йĕркене пăсаканăн чăрăша е хыра касса патшалăха кỹнĕ тăкака та саплаштарма тивет. Йывăçа саккунсăр касса патшалăха пилĕк пинлĕх е ытларах та тăкак кỹнĕ пулсан, йĕркене пăсакан тĕлĕшпе РФ уголовлă кодексăн 260 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç те пуçарма пултараççĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
