Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ачасем пĕр-пĕрин хыççăн кайса тỹрĕ мар çул çине тăраççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 20:53 Просмотров: 218

Ачана воспитани парасси çемьерен пуçланать. Çапла эпир пурте çирĕппĕнех калатпăр. Чăн та, çуралсанах пепке ашшĕ-амăшĕпе çывăх тăванĕсен, кукам-кукаçпа асанне-асаттесен тимлĕхне, юратăвне туйса ỹсет, вĕсем вĕрентнине ăша хывать. Ача садне çỹреме тытăнсан кунта тăрăшакан педагогсем ăс параççĕ. Шкула кайма пуçласан вара ача воспитанийĕ çине чылай фактор витĕм кỹрет. Ку вăхăтра тантăшсемпе хутшăнни те ачасен пурнăçне самаях улăштарать. Пĕр-пĕрин хыççăн вĕсем вĕренỹ çине алă сулма, усал ĕçсене хăнăхма пуçлаççĕ. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракан ачасене сив сăмахсемпе кỹрентересси час-часах тĕл пулать. Ытларах арçын ачасем кун пек тăваççĕ, хăйсем вĕренме шутламаççĕ, килти ĕçсене çырса илме те именмеççĕ, лайăх паллăсемпе вĕренекенсене витлеççĕ. Кун пек ачасен хăш-пĕр ашшĕ-амăшне вĕсен ывăлĕ е хĕрĕ ыттисене кỹрентерни пирки каласа пăх-ха, вĕсен ачи çапла тесе пачах ĕненмеççĕ, тĕрĕс мар утăм тăвакан хăйсен ачине хĕрỹллĕн хỹтĕлеççĕ. Сахал мар тĕслĕхре кỹренỹпе мăшкăл айне лекнĕ ача е класс ертỹçи айăплă тăрса юлать. Хăйсен ачисене вĕрентсе ятлакансем те пур-ха, анчах та вĕсем сахал.

Халĕ тата тепĕр ырă мар йăла анлă сарăлчĕ. Çул çитмен ачасем электронлă сигарет туртаççĕ. Арçын ачасем кăна мар, ăна хĕрачасем те мăкăрлантарни хытах пăшăрхантарать. Шел те, кун пекки округри хăш-пĕр шкулсенче пуррине те илтнĕ. Çакна каллех вĕсем пĕр-пĕрин хыççăн хăйсене ыттисем умĕнче "паттăррăн" кăтартас тесе тăваççĕ. Сывлăхĕсене çав тери пĕтерни пирки шутламаççĕ те, каланине те итлемеççĕ. Электронлă сигарет сиенĕ калама çук пысăк пулни пирки специалистсем хаçатсенче те çыраççĕ, радиопа та калаççĕ, тĕрлĕ калаçусем вăхăтĕнче те сỹтсе яваççĕ. Акă, кĕркунне райбольницăн наркологĕ Александр Яковлев чылай шкулта пулчĕ, ку темăпа тарăн шухăшлă калаçусем ирттерчĕ. Каланине вĕренекенсем ăша хывсан пит лайăхчĕ те. Çăмăлттай шухăшлă çамрăк-сем аслисем каланине итлесех каймаççĕ çав. Ача чухнех электронлă сигарет мăкăрлантарни пуласлăхра тĕрлĕ чир-чĕр пуçарасси, сывă мар ача çуратасси патне илсе çитересси пирки шутламаççех вĕсем. Кайран - чавса çывăх та, çыртма çук.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6