Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Чылай ыйту сỹтсе яврĕç

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 20:34 Просмотров: 115

Декабрĕн 17-мĕшĕнче округра черетлĕ Информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче информ- ушкăн халăхпа Питĕркасси шкулĕнче тĕл пулчĕ.

Кун йĕркинче çак ыйтусене сỹтсе яврĕç: Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсене ирттернĕ тапхăрта халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен; Чăваш Республикинче "Физкультура тата массăллă спорт аталанăвĕ", "Бизнес-спринт (Эпĕ спорта суйлатăп)" федераллă проектсен мероприятийĕсене пурнăçа кĕртни пирки, вăл шутра спорт сооруженийĕсене туни; нумай функциллĕ центрсенче паракан патшалăх тата муниципаллă пулăшусем; Пушкин карттине тепĕр хут кăлармалли пирки.

Пĕрремĕш ыйтупа мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕн начальникĕ Александр Михопаркин сăмах илчĕ, уявсем ирттернĕ тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине аса илтерчĕ, вут-çулăм алхаснин сăлтавĕсене палăртрĕ, петардăсемпе тата ытти çакăн евĕр хатĕрсемпе усă курнă чух асăрхануллă пулмаллине каларĕ. Уйрăмах уяв кунĕсенче шкулсенче, ача сачĕсенче, Культура çурчĕсенче мероприятисем ирттернĕ тапхăрта тимлĕхе ỹстермелле.

Çавăн пекех вăл 2025 çулăн пушар хăрушсăрлăхĕн тапхăрне пĕтĕмлетрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа округра 25 пушар пулнă (иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕр пушар ытларах). Телее, округра пурăнакансем вут-çулăма пула вилнĕ е аманнă тĕслĕхсем пулман. "Хĕрлĕ автан" ытларах çынсем пурăнакан вырăнта пулнă. Сăлтавĕсем - уçă вут-çулăмпа тимлĕхсĕр пулни (9 тĕслĕх), электричество оборудованине вырнаçтарнă тата усă курнă чух правилăсене пăхăнманни (3), кăмакапа хутса ăшăтмалли тытăма вырнаçтарнă тата ăна пăхнă чух çитменлĕхсем пулни (9), вут тивертни (2), газ оборудованине вырнаçтарнă тата усă курнă чух правилăсене пăхăнманни (1), транспорта вут илни (1).

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6