ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Декабрĕн 11-14-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсем хушшинчи "Туризмла Чăваш Ен" форум иртнĕ, вăл пĕлтерĕшлĕ темиçе мероприятие пĕрлештернĕ. Вĕсенчен пĕри - "Чувашия мастеровая". Унта Хусанушкăнчи Валентин Харитонов хăва хуллинчен ăсталанă япалисемпе паллаштарнă.
Форумра алĕç ăстисен "Чувашия ремесленная" конкурсăн çĕнтерỹçисене чысланă. Конкурса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 137 çын хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе 18 номинацире 35 алĕç ăсти çĕнтернĕ, вĕсен йышĕнче - пирĕн ентеш Валентин Харитонов. Палăртмалла, вăл "Хăва хуллинчен авасси" номинацире пĕлтĕр те çĕнтернĕ.
Валентин Ефимович хăва хуллинчен 2020 çулта япаласем ăсталама пуçланă. Вăл ытларах йăлари хатĕр-хĕтĕре тăвать - савăт-сапаран пуçласа сĕтел-пукан таранах. Унăн ĕçĕсем пысăк пахалăхĕпе тата хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Хăйĕн ĕçĕнче вăл ротангпа та усă курать. Вĕсемпе Акатуйра, Хĕл ăсатăвĕнче, тĕрлĕ куравсенче паллашма пулать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
