ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Уртаракан чир - хăрушă инфекци чирĕ, вăл этеме те, чĕрчунсене те вĕлерме пултарать.
Уртаракан чир вирусĕ çынна чĕр-чун çыртнă чух куçса юлать. Çак чире çынна тискер чĕрчунсем те ертме пултараççĕ. Уртаракан чир вирусĕ чи малтанах нерв тытăмне лекет, унтан аталанса пынă май пуç тата çурăм мимисене сиен кỹрет.
Акă, нумаях пулмасть кỹршĕри Элĕк районĕн центрĕнчен 12 километрта вырнаçнă пĕр ялта çак чирпе чирлекен кушака тупса палăрнă. Çавна май, декабрĕн 8-мĕшĕнчен, унта вăхăтлăх карантина хупнă.
Уртаракан чиртен сыхланас тесен çынсен тĕп правилăсене пĕлмелле:
. килсĕр йытăсемпе кушаксем патне пымалла мар, вĕсене лăпкамалла мар;
. килти чĕрчунсене уртаракан чиртен вакцинацилемелле;
. урамри çỹп-çап контейнерĕсене хупă тытмалла, унсăрăн унта хуçасăр йытă-кушак пухăнать, чир-чĕр ертме пултарать;
. килти чĕрчун хăйне ăнланмалла мар тыткалама пуçларĕ-тĕк, ветеринарпа канашламалла;
. çапкаланчăк йытă е кушак çыртсан, чавса илсен хăвăртрах алăсене супăньпе çуса суран вырăнне водород перекиçĕпе тата йодпа сĕрмелле, кайран тухтăра чĕнмелле.
Август 2026 |
