ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Виктор Алексеевич Краснов аллине хут купăс тытса кĕвĕ-çемĕ калама пуçласан ура хăех ташша ярать. Çак пултаруллă ĕç ветеранĕпе нумаях пулмасть тĕл пулса калаçма, иртнине аса илсе паянхи пурнăçа хускатма тиврĕ.
Ăна культурăпа искусствăна аталантарас çулпа утма Турă пил панă темелле. Вăл алла купăс тытнăранпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ, ăна калама çара уран чупса çỹренĕ чухне вĕреннĕ, йăмра тураттинчен хатĕрленĕ шăхличпа хитре шăхăртса вĕрсе кĕвĕ калама тăрăшнă.
"Ун чухне килсене радио кĕртме тытăннăччĕ, каçхине репродуктор урлă Тамара Чумакова, Мефодий Денисов юррисене янăраттарчĕç. Эпĕ вĕсене итлесе çитĕннĕ çын. Халĕ те хăлхара илтĕнеççĕ вĕсем", - терĕ музыка ăсти. Вăл 1956 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче ултă ачаллă (пĕр хĕрпе пилĕк ывăллă) çемьере çуралса ỹснĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе каланине ăша хывса, ĕçе юратса çитĕннĕ. "Пирĕн çемьере Совет çарне пурте хисепленĕ, ача чухне эпĕ çар çынни пулма ĕмĕтленеттĕм. Манăн пичче Владимир Алексеевич çар училищинче вĕренсе хăйĕн пурнăçне çĕршыва хỹтĕлес ĕçе халалланă. Атте, Алексей Иванович, вăрçăран аманса таврăннă, автоматчик пулнă, Украина тата Белорусси фрончĕсенче çапăçнă, хула хыççăн хула ирĕке кăларма хутшăннă. Паллă çар начальникĕпе Константин Рокоссовскипе тĕл пулнă. Вăрçă хыççăн вĕсем колхозра вăй хучĕç, эпир те пулăшма çỹренĕ. Аттепе анне ялти клуба вырăнти артистсем хатĕрленĕ спектакльсене курма васканă. Каярахпа вĕсем тивĕçлĕ канура пулнă чухне телевизорпа чăваш спектаклĕсем кăтартнă чухне пĕтĕм ĕçе пăрахса ăна пăхнă. Программăра спектакль пулассине асăрхасан ручкăпа паллă туса хуратчĕç. Вĕсем Чăваш театрĕн халăх юратакан артисчĕсене Вера Кузьминана, Ефим Никитина (Кĕлпук мучи), Геннадий Терентьева (Ухтер мучи), Леонид Родионова, Валерий Яковлева тата ыттисене те пĕлсе тăнă. Атте çавăн пекех балалайкăпа такмаксем калама юрататчĕ. Эпĕ те çак инструментпа шкула çỹричченех пăнтăртатма тăрăшаттăмччĕ", - аса илет ĕç ветеранĕ.
Тĕплĕнрех – «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
