ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Октябрĕн 15-24-мĕшĕсенче пирĕн муниципаллă округра пĕтĕм Раççейри хăтлă хула хутлăхне йĕркелессипе чи лайăх проектсен конкурсне хутшăнмашкăн сасăлав пычĕ. Пирĕн округ сасăлава виçĕ объект тăратнăччĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕпе Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнĕ урам хăтлăланĕ. Иртнĕ эрнере территорие хăтлăх кỹмелли проекта халăхпа пĕрле пăхса тухнă. Мероприяти "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров, Марина Сергеева архитектор, "Чăваш Республикин территори аталанăвĕн институчĕ" автономиллĕ коммерциллĕ мар организаци директорĕ Вероника Семенова, çавăн пекех институт архитекторĕсем Елена Леонидова, Яна Иванова тата Алексей Риманов хутшăннипе иртнĕ. Çавăн пекех тĕлпулура округ таврапĕлỹçисем, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн коллективĕ, администраци сотрудникĕсем тата культура ĕçченĕсем пулнă.
Тĕплĕнрех – «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
