ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Пирĕн ентеш, Шуккакассинчи Илья Абаськин, Пĕрремĕш каналпа иртекен "Время СВОих" программăн çĕнĕ кăларăмĕн паттăрĕ пулнă. Эфирта пилотсăр хатĕрсен пысăк пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă. Ятарлă çар операцийĕнче дронсем - хĕç-пăшал кăна мар, пурнăçа çăлса хăвармалли шанăç та.
Илья историйĕ çакна çирĕплетет те. Мина сирпĕннине пула "Кузьмич" тесе чĕнекен гварди сержанчĕ урасăр тăрса юлнă тата унăн куç çивĕчлĕхĕ чакнă. Апла пулин те вăл парăнман, хăрушă зонăран тухма пултарнă: пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ пулăшнипе эвакуаци вырăнне пилĕк сехет хушши шунă. Реабилитаци хыççăн çур çул иртсен унăн куç çивĕчлĕхне тавăрнă, урине протез лартнă.
Палăртмалла, Илья Абаськин паттăрлăх кăтартнăшăн "Хастарлăхшăн", "Çарти хăюлăхшăн", Суворов, Жуков медалĕсене тата тăваттăмĕш степеньлĕ Çветтуй Георгий Хĕресне илме тивĕç пулнă.
Тĕплĕнрех – «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
