ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикинче 2026 çул Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулĕ. Кун пирки пĕлтерекен Указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 4-мĕшĕнче алă пуснă. Шăпах çак вариантшăн пирĕн халăх чи нумай сасă панă.
"Чăваш Ен - нумай наци, культура тата йăла-йĕрке представителĕсен кил-çурчĕ. Çак нумай евĕрлĕхре - пирĕн вăй тата çирĕп аталану никĕсĕ. Республикăра пурăнакан кашни çын хăйне пĕр пысăк çемьен пайĕ пек туйни, эпир юнашар пурăнни кăна мар, пĕр-пĕрне чăннипех ăнланни, хисеплени тата пулăшни те кирлĕ.
Халĕ, нихçанхинчен те ытларах, пирĕн çак çыхăнусене çирĕплетмелле. Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пире чăваш çĕрĕнче пурăнакан мĕнпур халăхсен йăли-йĕркисемпе, чĕлхисемпе тата искусствипе тата тарăнрах паллашма май паракан калăпăшлă культура, вĕренỹпе спорт мероприятийĕсене ирттерме хăватлă вăй парĕ. Пирĕн тĕллев - çĕннине уçма, пĕр-пĕрне ăнланма тата тачăрах пĕрлешме май паракан пур условисене те йĕркелесе парасси.
Сирĕнтен кашниех хастар пуласса шанатăп. Çулталăка чăн-чăн ĕçсемпе, çĕнĕ проектсемпе, ырă пуçарусемпе пĕрле тултарар, хамăрăн тĕп пуянлăха - çынсем хушшинчи туслăхпа килĕшĕве - упраса тата ỹстерсе пырар", - пĕлтернĕ хăйĕн телеграм-каналĕнче регион ертỹçи.
Август 2026 |
