Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Летчик-космонавта пурнăç парнеленĕ анне

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 08:06 Просмотров: 143

Чăваш Республикин хальхи вăхăтри историйĕн патшалăх архивĕнче СССР летчик-космонавчĕн, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕн, авиацин генерал-майорĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Андриян Николаевич Николаевăн докуменчĕсем упранаççĕ. Вĕсем "Чăваш кăйкăрĕн" пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса параççĕ, çав шутра çемье архивĕнчи сăнỹкерчĕксем уйрăмах палăрса тăраççĕ. Паллах, вĕсенчен чи хаклисем - Андриян Григорьевичăн пурнăçĕнчи чи çывăх çынпа - амăшĕпе Анна Алексеевнăпа пĕрле ỹкернĕ сăнỹкерчĕксем.

Андриян Григорьевич амăшне анлă тĕнче уçлăхне юратнă пекех юратнă. Кашни килмес-серен Анна Алексеевна яланах унпа юнашар пулнă. Вăл нумайччен ун патĕнче Мускавра пурăннă. 1986 çулта, Анна Алексеевна Шупашкар хулинчи пĕр больницăра выртнă чухне, Андриян ун валли Мускавран эмелсем илсе килнĕ, ун патĕнче чылайччен калаçса ларнă. Ывăлĕн юратăвĕпе тимлĕхĕ Анна Алексеевнăна часах сывалса больницăран тухма пулăшнă.

Тĕлĕнмелле, Андриян Николаевпа унăн амăшĕн Анна Алексеевнăн çуралнă кунĕсем те пĕр пекех пулнă - сентябрĕн 5-мĕшĕ.

Анна Алексеевна Николаева Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче 1900 çулта ĕçлĕ хресчен çемйинче çуралнă. 1931 çулта вырăнти чиркỹпе прихут шкулĕн 4 класне вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен хресченĕн йывăр ĕçне туйса ỹснĕ. 1930 çулта вăл пуринчен те малтан колхоза кĕнĕ. 16 çул хушши, çав шутра 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те, дояркăра тата конюхра вăй хунă. Анна Алексеевна тăван колхозра ырми-канми тăрăшнă хушăрах тăватă ача пăхса ỹстернĕ, çитĕнсе пыракан ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тата патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе нумай тăрăшнă, çамрăксемпе, пионерсемпе, шкул ачисемпе час-часах тĕл пулса калаçнă, республикăри ĕç коллективĕсенче пулнă.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6