ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçал районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорне йĕркеленĕренпе шăпах 25 çул çитрĕ.
Çак хор ушкăнне 2000 çулта кĕркунне районти ветерансен канашне ертсе пыракан Владимир Иванович Немешкин тата инвалидсен обществин ертӳçи Евдокия Андреевна Сергеева тăрăшнипе йĕркеленĕ. Хорта юрлама кăмăл тăвакансем чылаййăн пухăннă. Арçынсем 12-ĕн пулнă, хĕрарăмсен шучĕ те 20 таранах çитнĕ. Вĕсем хушшинче тивĕçлĕ канăва тухнисем, инвалидсем, çамрăклах ветерансен хорне çӳреме кăмăл тунисем те пулнă. Ватăсем хаваспах клубалла утнă. Вĕсене пурне те юрлама юратни пĕрлештерсе тăнă. Чылай юрă вĕреннĕ вĕсем кунта: вырăслисене те, чăваш композиторĕсенне те, халăх юррисене те. Темиçе сасăпа юрлама та хăнăхма пуçланă. Репертуар çулсеренех çĕнелсе, пуянланса пынă.
Малтанласа хорпа Галина Михайловна Матюшкина ĕçленĕ. Аккомпаниаторĕ Василий Ефимович Романов пулнă. Вĕсем тăрăшнипе ветерансен хорĕ 2005 çулта «халăх хорĕ» ята тивĕçнĕ. Ку вара - пысăк çитĕнӳ. Пилĕк çул хушшинче пирĕн хор республика шайĕнче те палăрнă.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
