ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ятарлă çар операцийĕ пынă май Раççей территорийĕнче террорла актсен юхăмĕ вăй илнĕ. Диверсантсем çул çинче, чарăнусенче телефонсемпе планшетсем, енчĕксем, блокнотсем тата куçа илĕртекен ытти япаласем хурса хăвараççĕ. Вĕсене пурне те минăланă. Хăвачĕ пысăках мар пулин те, алă-урасăр тăрса юлма пулать. Кун пек япаласене асăрхасан тытма кирлĕ мар, полицине шăнкăравламалла.
Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнче 10 çулхи арçын ачапа инкек пулнă, вăл сылтăм алăри тăватă пỹрнесĕр тăрса юлнă. Тренировкăна утаканскер çул çинче 10 тенкĕлĕх купюра выртнине курнă та ăна илес тенĕ. Анчах та çав самантра укçа айĕнче пулнă мина сирпĕннĕ. Васкавлă пулăшу вăхăтра çитнĕ пулин те, ачан пỹрнисене сыхласа хăварайман.
Воронежра та тепĕр инкек пулнă. Пĕр çын çул çинче паспорт выртнине асăрханă та ăна илнĕ - мина çынна алăсăр хăварнă.
Аслисен тĕпренчĕкĕсене асăрхаттарсах каламалла: çул çинче выртакан япаласене, вĕсен йышĕнче пĕчĕк теттесем те пулма пултараççĕ, илме-тĕкĕнме юрамасть.
Август 2026 |
