ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш наци тĕрри халăхăн историпе культура еткерлĕхĕ пулса тăрать. Вăл хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Акă, хĕрлĕчутайсен туй тумĕ те илемлĕхĕпе илĕртет. Ăна тĕрлесси вара пуринчен те пулмасть.
Мишеркассинче çуралса ỹснĕ, унтах çемье çавăрнă Марина Геннадьевна Ершова вара мĕн ачаран, шкулта вĕреннĕ çулсенчех, чăваш тĕррипе интересленнĕ. Вăл çак ĕçе асламăшĕнчен тата амăшĕнчен вĕренсе пынă. Кăмăл туртнипе хĕр ялти шкула пĕтерсенех Пăрачкаври професси училищине çĕвĕç оборудованийĕн операторне вĕренме кĕнĕ, пушă вăхăтра чăваш тумне тĕрĕпе илемлетнĕ.
Паянхи кун та Марина Геннадьевна чутайсен çи-пуçне тĕрлет: туй кĕпине те, саппунне те, сурпанне те... Унсăр пуçне минтер пичĕсене хитре чечексемпе илемлетет, салтак алшăллийĕсене тĕрлет. «Сăр таппи» фольклор ушкăнне вара округра кам пĕлмест? Вĕсен çи-пуçне те йăлтах Марина Ершова хатĕрленĕ. Икĕ хĕр амăшĕ хăй те асăннă фольклор коллективне çỹрет, ташша-юрра ăста.
Тĕрĕ ăстисене хальхи вăхăтра пỹрнесемпе шутласа тухма пулать. Вĕсен ĕçĕсем чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварма пулăшаççĕ, халăхăн еткерĕ пулса юлаççĕ.
Анна АЛЕКСЕЕВА
Август 2026 |
