ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Юнкун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, округра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров ертсе пынипе информаци ушкăнĕ халăхпа чи малтан Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тĕл пулчĕ. Унтан кун йĕркинчи тĕп ыйтусене райпо коллективĕпе тĕл пулса сỹтсе яврĕç.
Тĕлпулу вăхăтĕнче çак пĕлтерĕшлĕ темăсене пăхса тухрĕç: Чăваш Республикинче пурăнакансен финанс хăрушсăрлăхĕ тата ултавла ĕçсене хирĕç тăрасси; налук саккунĕнчи улшăнусем; вăраха тăсăлакан перекет программи; коммуналлă хытă каяшсене илсе тухассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ; ача çуратассине ỹстерме ачаллă çемьесене пулăшмалли çĕнĕ мерăсем.
Пĕрремĕш ыйтупа полици сотрудникĕ Александр Фондейкин сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республикăра интернет урлă ултавла ĕçсем туни анлă сарăлнă. Кăçалхи 10 уйăх хушшинче кăна республикăра 9108 преступленирен 4637-шне информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тунă. Пĕтĕмĕшле тăкак 869 миллион тенкĕпе танлашнă.
Ултавла ĕçсен схемисем çĕнелсе пыраççĕ пулин те, киввисем те манăçа тухмаççĕ. Ултавçăсем банк, право хуралĕн сотрудникĕ, патшалăх органĕсен ытти ĕçченĕсем пулса çынсен шанăçне кĕме пăрахман-ха. Смартфон урлă хăйсен сăнỹкерчĕкĕсене те кăтартаççĕ - формăпа, документсемпе. Çавăн пекех интернет урлă таварсем туяннă чухне ултавçăсен аллине çакланма, кирлĕ тавар вырăнне нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлма пулать.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
