ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Правительствин Председателĕн çумĕпе Дмитрий Чернышенкопа тата Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Михаил Мурашкопа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Вĕсенче регионти вĕрентỹпе наукăн, çамрăксен политикине, спортпа туризма аталантарасси çинчен тата Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн калăпăшлă улшăнăвĕсемпе аталанăвĕн малашлăхне сỹтсе явнă.
"Раççей Президенчĕ Владимир Путин ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе таланчĕсене палăртса, пулăшса тата аталантарса пымалли тухăçлă тытăм ĕçлессине тивĕçтерме тĕллев лартнă. Ăна Чăваш Республики хастар хутшăнакан "Çамрăксем тата ачасем" наци проекчĕ татса пама пулăшать. Ун шайĕнче "Кванториум", ИТ-кубсем тата "Ỹсĕм точкисем" ĕçлеççĕ, "Профессионалитет" кластерĕсем аталанаççĕ, "Земство учителĕ" программăпа учительсем ялти шкулсене ĕçлеме куçаççĕ. Субъектра хальхи вăхăтра вĕренỹ тата наука инфратытăмĕ йĕркеленет", - тенĕ вице-премьер Дмитрий Чернышенко.
Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Михаил Мурашкопа иртнĕ тĕлпулу вăхăтĕнче пĕрлехи ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе планĕсене сỹтсе явнă, çав шутра медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерекен çĕнĕ калăпăшлă сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тăвасси те пур. "Вăрăм та хастар пурнăç" наци проектне пурнăçлас ĕçри çитĕнỹсене те палăртнă. Отрасле аталантарма 2025 çул валли федераци бюджетĕнчен 2,5 миллиард тенкĕ, республика бюджетĕнчен хушма 1,9 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
