ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çитĕнекен ăрăвăн организмне тĕрĕс апатлантарассипе сывлăхне ырă витĕм кỹресси, паллах, апатлануран та килет. Шкул çулне çитмен ачасен тĕрĕс мĕнле апатланмалла? Рационра мĕнле апат-çимĕç пулмалла?
Ачан рационĕнче белоклă, çуллă, углеводлă, минераллă япаласемпе пуян, витаминлă апат, шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах ăна ỹсен-тăранран, аш-какайран хатĕрленĕ çимĕçсемпе те пуянлатмалла. Апатăн пахалăхĕ, унра сиенлĕ хутăшсем, чир ертекен микробсем пулманни, калори виçи, ăна тăраниччен çини пĕлтерĕшлĕ. Ача ăша яракан апат вăл выляса-чупса пĕтернĕ вăя çĕнĕрен илме çеç мар, унăн организмне аталанма, ăна ỹсме те çиттĕр.
Аш-какайран çуллă мар ĕне, пăру, кăркка, чăх какайне суйламалла. Ỹпке-пĕвер, пуç-ура какайĕ - белок, тимĕр, тĕрлĕ витамин çăлкуçĕ. Çавăнпа вĕсене рациона кĕртмеллех. Шкул çулне çитмен ачасем валли треска, минтай, шăла пулă (судак) тата çуллă мар ытти пулă туянни вырăнлă. Тăварлани, консервлани вĕсен хырăмлăхĕпе пыршăлăхĕнчи лăймака сие сиенлеме пултарать. Рационра сĕт юр-варĕ те (сĕт, кĕвелнĕ сĕт, тăпăрчă, хăйма) пысăк вырăн йышăнать.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
