ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ноябрĕн 5-мĕшĕнче Хурашашра пурăнакан Анна Николаевна Кадушкина, ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шулю ялĕнче пурăнакан Надежда Яковлевна Сулимкина хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх çыннисемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă. Çак хĕрарăмсен пурнăç çулĕ тĕрлĕ тĕрĕслевсемпе тата йывăрлăхсемпе тулли пулнă.
Анна Николаевна çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тăван килтен аякка ĕçлеме тухса кайнă. Унăн ĕç биографийĕ тĕрлĕ вырăнсемпе тата профессисемпе пуян: Оренбург облаçĕ, Саратов, Крым, Краснодар крайĕ. Киле таврăнсан Анна Николаевна тăван колхозра дояркăра ĕçлеме пуçланă, çемье çавăрнă, пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ.
Надежда Яковлевна Утаркасси ялĕнче çуралнă, ачаранах хресчен ĕçне хăнăхнă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ колхоз ĕçĕпе çыхăннă. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Хĕрĕсем ашшĕ-амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ. Унсăр пуçне кукамăшне пилĕк кĕçĕн мăнукĕ пурри савăнтарать.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
