ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хырăм кỹпĕнни, ыратни кăмăла хуçать. Мĕн ĕлĕкрен апата лайăх ирĕлтерме курăксемпе, техĕмлĕхсемпе анлă усă курнă.
Пĕрремĕшĕ - пĕтнĕк (мята перечная). Вăл вар-хырăм ĕçĕ пăсăлнине ирттерет, апата ирĕлтерме пулăшать. Унра ментол пур. Вăл пыршăлăхăн тĕртĕмĕсене (мыщцисене) çемçетет, хырăм кỹпĕннине, ыратнине ирттерет. Çавăн пекех усал бактерисемпе кĕрешет. Пĕтнĕк çăвĕ пыршăлăхăн чирĕсене сиплет. Анчах çăва выçă варла ăша ямалла мар, кăкăр хĕртме пултарать. Пĕтнĕкрен вĕретнĕ чей те çỹлерех асăннă чирсене сирме пулăшать.
Иккĕмĕшĕ - шур чечек (ромашка). Вăл лăплантарать кăна мар, апата ирĕлтерме те пулăшать. Ку курăкран вĕретнĕ чейпе мĕн авалтан вар-хырăм тата пыршăлăх чирĕсенчен сипленнĕ. Унран хатĕрленĕ сиплĕ шĕвек апат хуранĕнчи юхакан сурана (язвăна) ирттерме пулăшать. Анчах астăвăр: хăшĕ-пĕрин шур чечекрен аллерги пулать.
Виççĕмĕшĕ - ажгон е аджан вăрри. Вăл Инди тĕпелĕнче анлă сарăлнă. Мĕн авалтан унпа хырăм кỹпĕннине ирттерме усă кураççĕ. Вăл ват хăмпинчен ват кăларма, апата ирĕлтерме пулăшать. Çавăн пекех ыратнине ирттерет, пыршăлăхăн тĕртĕмĕсене çемçетет.
Тăваттăмĕшĕ - фенхель. Ăна йăлана кĕнĕ тăрăх, апат хыççăн çăвара уçăлтарма тата апат ирĕлтерессине лайăхлатма чăмлаççĕ. Унăн вăррисем ирĕлмен клетчаткăпа пуян. Вăл хырăм кỹпĕннине сирме пулăшать. Фенхельти анетол пыршăлăхăн тĕртĕмĕсене çемçетет. Пиллĕкмĕшĕ - зира. Вăл апата ирĕлтерме аван пулăшать. Çавăн пекех вăл ват хăмпинчен ват кăларассине, япаласен ылмашăвне лайăхлатать.
Август 2026 |
