Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Сахăр диабечĕ - хăрушă чир

Категория: Общество Опубликовано: 07.11.2025, 17:54 Просмотров: 136

Статистика тăрăх, юлашки вунă çулта Раççейре сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсен йышĕ икĕ хут нумайланнă.

Юнри сахăр шайĕ кирлинчен нумайрах пулнине сахăр диабечĕ теççĕ. Çын çиекен апат хырăмлăха тата пыршăлăха лекет, ирĕлсе глюкоза пулать. Хыççăн вара вăл юна лексе пĕтĕм организма сарăлать. Çынна глюкоза ỹсме, утма, шухăшлама тата ыттине те тума пулăшать. Вăл юнран органсене тỹрех лекеймест. Ăна инсулин кирлĕ. Этем чылай вăхăт апат çимесен е çывăрнă чухне пире кирлĕ глюкоза пĕвертен юн тăрăх саланать те кашни клеткăна çитет, органсене, чĕрене, ỹпкене, пуç мимине талăкĕпех ĕçлеме пулăшать.

Инсулин сахал пулнăран е клеткăсем инсулина паллайманран чир пуçланать те. Сахăр диабечĕ темиçе тĕрлĕ пулать: ытларах 1-мĕш тата 2-мĕш типлисем. 1-мĕшпе ачасем тата çамрăксем ытларах чирлеççĕ. Вĕсен организмĕ пачах та инсулин хатĕрлеймест. Чирлисен 90-95 проценчĕ вара 2-мĕш типлă сахăр чирĕпе аптăрать. Çак чир ытларах 40 çултан иртнисен пуçланать. Вĕсен инсулин япăх ĕçлет. Вĕсем тулли кĕлеткепе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Пысăк калориллĕ апат-çимĕç çини, сахал хускални, ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ вăхăтра глюкоза шайĕ ỹсни, тăвансем хушшинче сахăр чирĕпе аптăракансем пурри 2-мĕш типлă сахăр чирĕн сăлтавĕсем пулса тăраççĕ.

Глюкоза шайĕ пысăк пулсан тăтăшах шăрас килет, çавăн пекех çăвар типет, шыв ĕçес килет. Инфекци чирĕсем вăраха каяççĕ тата сурансем часах сипленмеççĕ, урасем çывăрса каяççĕ, ыратма пуçлаççĕ. Сахăр пысăк пулнипе куçăн пĕчĕк тымарĕсем черчен пулса каяççĕ, куç япăх курма пуçлать. Çавăнпа та сахăр чирĕпе чирлекенсен куç врачĕ патне çулталăкра пĕрререн кая мар кайса куçа тĕрĕслеттермелле. Диагноза тухтăр лартать. Çавăнпа та ун патне кайса сипленмелле, кирлĕ анализсем памалла. Сывă çыннăн глюкоза шайĕ ирхине выçă хырăмла 6,1 миллимоль-литр пулмалла, апат çинĕ хыççăн вара 7,8 миллимоль-литртан иртмелле мар. Глюкоза шайĕ выçăлла 7 миллимоль-литр пысăкрах е кирек хăш вăхăтра та 11,1 миллимоль-литр пулсан тухтăр «сахăр диабечĕ» диагноз лартать.

Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6