ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Республикăра, вăл шутра округра та, "Вăрăм тата хастар пурнăç" наци проекчĕ аван пурнăçланса пырать. Район больницин тухтăрĕсем округри ялсене çитсе халăха медицина пулăшăвĕ параççĕ, консультаципе пулăшаççĕ. Вĕсем эрнесерен, кашни юнкун, çула тухаççĕ.
Кунта терапевт, куç тухтăрĕ, хирург ĕçлет. Вырăнтах артери пусăмне, кĕлетке йывăрăшне палăртма пулать. Çавăн пекех куçса çỹрекен фельдшерпа акушер пунктĕнче юнăн пĕтĕмĕшле анализĕсене пама май пур. Уйрăмах профильлĕ специалистсенчен консультаци кирлĕ пациентсене тимлĕх уйăраççĕ. Кирлĕ пулсан телемедицинăпа усă кураççĕ.
Палăртмалла, тухса çỹрекен медицина тĕрĕслевĕ профилактикăн тухăçлă инструменчĕ пулса тăрать. Вăл ялта пурăнакансемшĕн меллĕ. Тăтăшах тĕрĕсленсе тăни чире вăхăтра тупса палăртма, ăна çийĕнчех сиплеме пуçлама май парать.
Çавăн пекех поликлиникăра тата ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче грипран прививка тăваççĕ. Кăмăл пуррисем пурте вакцинаци тутарттарма пултараççĕ. Чире сарăлма парар мар, хамăр сывлăха упрар.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
