ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Октябрĕн 29-мĕшĕнче Уйпуçĕнчи Софья Ульянова хăйĕн пĕр ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна çак кун юратнă та çывăх çыннисем, округ тата Мăн Этмен территори пайĕн администрацийĕсенче тăрăшакансем, ытти хăнасем саламларĕç.
Софья Николаевна 1925 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Тăваттăмĕш класра вĕренекен хĕрачашăн ашшĕне арестлесе ссылкăна яни йывăр тĕрĕслев пулнă. Апла пулин те, вăл çине тăрсах вĕренме тăрăшнă.
Ашшĕ тĕрмерен 10 çултан тин таврăннă, ăна шкулта ĕçлеме чарнă. Фельдшер профессине те алла илни ашшĕне тĕрмере те, ирĕке тухсан та çăлса хăварнă.
Софья Николаевна 1943 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Лайăх вĕреннĕскере çак шкултах ачасене историпе чăваш чĕлхине вĕрентме хăварнă. Паллах, ĕçлеме çăмăл пулман. Урара - çăпата, çире - сăхман. Çав хушăрах тата репрессиленĕ çемьерен пулнăран ăна питĕ тĕрĕслесе тăнă. "Çын мăшкăлне тỹссе мĕн чуль макăрман-ши, çапах та пур ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаттăм", - аса илет Софья Николаевна.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
