ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак уйăхра хутса ăшăтмалли черетлĕ тапхăр пуçланчĕ. Чи малтанах ăшă вĕренỹпе культура учрежденийĕсене, район больницине, ваттисен çуртне çитрĕ. Унтан нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем те хăйсен кил-çуртĕнче ăшă пулнине туйса илчĕç. Округра çак тапхăр вăхăтра пуçланчĕ. Палăртмалла, иртнĕ çултан пуçласа Хĕрлĕ Чутай салинчи ăшă тытăмне тĕпрен çĕнетессипе пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланчĕ. Апла пулин те муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле иртсе кайĕ-ши тесе халех хумханать, мĕншĕн тесен нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен явапсăрлăхне пула кĕске хушăрах сахал мар çитменлĕхпе чăрмав сиксе тухнă. Шăпах çак çивĕч ыйтăва тĕпе хурса Иван Николаевич октябрĕн 23-мĕшĕнче "ВКонтакте" социаллă сетьри хăйĕн ушкăнĕнче хутса ăшăтмалли тапхăрпа çыхăннă ыйтусемпе тỹрĕ эфир та ирттерчĕ. Çак пăшăрхантаракан ыйту пирки сăмах пырĕ.
Иван МИХОПАРОВ, муниципаллă округ пуçлăхĕ:
- Юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан халăха ăшăпа кирлĕ пек тивĕçтерес енĕпе çитменлĕхсем сахал мар пулчĕç. Сăлтавĕ те паллă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех тунă котельнăйсем тата ăшă тытăмĕн шыв чупакан пăрăхĕсем хăйсен ресурсне пĕтĕмĕшле ĕçлесе çитернĕ. Çак ыйтăва эпир юсав тунипе татса парайман пулăттăмăр. Çакна шута илсе администраци ăшă паракан котельнăйсене, ăшă шыв чупакан пăрăхсене çĕнетме ятарлă проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлерĕ. Экспертиза витĕр тухнă хыççăн эпир Чăваш Республикин Строительство министерствине çỹлерех асăннă çитменлĕхсене пĕтерме укçа-тенкĕ уйăрма ыйтупа тухрăмăр. Пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕç. Куншăн республика ертỹçине Олег Николаева тав сăмахĕ калатпăр. Иртнĕ çул çак ĕçсене пурнăç-лама республика бюджетĕнчен 300 миллион тенкĕне яхăн уйăрса пачĕç. Ĕçсем иртнĕ çулхи кĕркуннех пуçланчĕç. Паян пĕтĕмĕшле вĕсене вĕçленĕ. Халĕ ăшă пăрăхĕсене хунă çĕр участокĕсене йĕркене кĕртес ĕçсем кăна пыраççĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
