ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Мăн Этмен шкулĕнче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн нормативĕсене тытмалли çĕнĕ лапам хута кайнă. Ăна тăвасси "Физкультурăпа спорт аталанăвĕ" патшалăх программипе пурнăçа кĕнĕ.
Кунта пĕтĕмпе 25 спорт оборудованине вырнаçтарнă. Спорт площадкине тума федераци тата республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле сумма 4 миллион тенке яхăн пулнă. Вырăнти бюджетран та монтаж ĕçĕсене пурнăçлама укçа уйăрнă - 325 пин тенкĕ.
"Ку пирĕншĕн чăн-чăн парне. Ачасем питĕ кăмăллă. Вĕсем физкультура урокĕсенче хаваспах çĕнĕ оборудованипе усă кураççĕ", - тет физкультура учителĕ Николай Михеев.
Халĕ шкулта вĕренекенсем хăйсен физкультура хатĕрленĕвне хастартарах аталантарĕç, "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн нормативĕсене меллĕ условисенче вырăнтах тытма пултарĕç. Спорт площадкипе шкул ачисем кăна мар, кăмăл пуррисем пурте усă курĕç.
Анна ВАСЮКОВА
Август 2026 |
