ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Октябрĕн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн финанс пĕлỹлĕхĕн тата халăхăн финанс культурине йĕркелессин Стратегийĕпе округра республикăри II "Фи-нанссемпе туслă пул" çемье фестивалĕ пулнă.
Калăпăшлă уяв мероприятийĕ Чăваш Республикин Наци библиотеки, Чăваш Республикин Культура тата Финанс министерствисем пулăшнипе иртнĕ. Фестивале Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Етĕрне муниципаллă округĕсенчи нумай ачаллă тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен тăхăр çемйи хутшăннă.
Мероприяти программи пуян пулнă, вăйă йĕркипе иртнĕ. Çавăн пекех финанс пĕлỹлĕхĕн литературипе паллаштарнă. Пĕтĕмпе тăхăр лапам ĕçленĕ. Унта конкурса хутшăнакансем финанс пĕлỹлĕхĕн кирлĕ аспекчĕсемпе паллашма пултарнă.
Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре муниципаллă округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Живоев, муниципаллă округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ольга Музякова, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Надежда Храмова, Раççей УФНС-ĕн Чăваш Республикинчи патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕн çумĕ Светлана Белова, вырăнти клиент службин тĕп эксперт специалисчĕ Наталья Кабардаева, округри Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисен комитечĕн активисчĕ Светлана Алякина хутшăннă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
