Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Таврари илемпе тирпейлĕх хамăршăн

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 19:19 Просмотров: 58

Тăван тавралăх таса та тирпейлĕ пултăр тесе сахал мар çыратпăр, калаçатпăр. Анчах пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртме пурте тăрăшмастпăр. Кашни эрнесерен субботниксем йĕркелени те тепĕр чухне сахал витĕм кỹрет. Пуçтарса тирпейленĕ вырăна наччасрах юхăнтарса яраççĕ. Çакна пĕтĕмпех хамăр, çак таврара пурăнакан çынсем, тăватпăр.

Юлашки вăхăтра, тĕслĕхрен, çỹп-çап пуçтаракан контейнерсене тата унпа пĕрлех контейнерсен çумне çĕрулми, помидор, хăяр, чечек аврисене тултарса е пуçтарса хурасси йăлана кĕчĕ. Пахчара касса тирпейленĕ йывăç тураттисене те ун тавра темĕн чухлех купаласа хураççĕ.

Çỹп-çап тиеме килнĕ автомашинăн ăна епле илсе тухса каймалла-ши? Кун пирки çынсем шутламаççĕ те тейĕн. Йывăç тураттисем кăмакара çунаççĕ пулĕ ĕнтĕ вĕсем, авăрсем навус купи çинче çăмăллăнах çĕрме пултараççĕ. Анчах та çакна округра пурăнакан çын пĕлмест те тейĕн.

Малашне вара контейнерсем патне ăпăр-тапăр тултарса хуракансене штрафлаççĕ. Çĕнĕ саккун кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Çавна май малашне йывăç тураттисене, пахча çимĕç юлашкисене контейнер тавра тултарса хума юрамасть. Çак йĕркене пăссан граждансене 3 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 60 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Субботник ирттерсе каснă йывăç-туратсене, пуçтарнă типĕ курăка, çулçăсене те контейнерсем çывăхне купаламалла мар. Вĕсене хăвăр тĕллĕн турттарса тухма пултаратăр е çакăн пек ĕçсене пурнăçлама ирĕк илнĕ организацисемпе килĕшỹ çырса утилизацилемелле.

Таврари илемпе тирпейлĕх хамăршăн тетпĕр. Пĕри кон-тейнерсем тавра йывăç-турат купаласан, унтан тепри хăй хыççăн тасамарлăх хăварсан - кăштахран хыт каяш турттаракан машинăсем те контейнерсем çывăхне пырайми пулĕç. Яваплăха туйса, йĕркене пăхăнса кĕрхи çỹп-çапа тирпейлесен вара пахчара çеç мар, урамра та таса пулĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6