ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Сăмахăм Турханта пурăнакан Михаил Порфирьевич Воронов пирки пырĕ. Вăл çак кунсенче, октябрĕн 24-мĕшĕнче, хăйĕн сумлă юбилейне кĕтсе илĕ, çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен саламсем йышăнĕ.
Михаил Порфирьевич ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕ, унтан Уйпуç шкулĕнче пĕлỹ илнĕ. Çемьере вĕсем виççĕн ỹснĕ. Амăшĕ Таисия Васильевна тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă. Ашшĕ те, Порфирий Гаврилович, ялхуçалăхĕнче тăрăшнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ май, ачисем те хуçалăх уй-хирĕнче сахал мар тар тăкнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех утă-улăм хатĕрленĕ, тыр-пул пуçтарнă çĕрте ĕçленĕ, тислĕкне турттарнă - аслисенчен юлман, пĕр ĕçрен те хăраман. Унтан Çĕмĕрлере шофера вĕренсе тухнă. Салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен, 1954 çулта, Михаил Порфирьевич çар службине тăнă. Шăпа çамрăка Лăпкă тинĕс флотне çитернĕ. Кунта вăл службăра икĕ çул пулнă - сывлăхĕ хавшанă май ăна тăван киле янă. Яш ĕçсĕр ларман, вырăнти МТС-а шофера вырнаçнă. 1961 çулта мăшăрланнă. Мăшăрĕпе, Раиса Ивановнăпа, тăватă ачана кун çути пар-неленĕ, вĕсене ура çине тăратнă. Людмила хĕрĕ Чулхула облаçĕнче тĕпленнĕ. Марина мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарта пурăннă, халĕ тăван киле таврăннă, амăшĕ чире кайнă май ăна пăхса тăрать. Владимир ывăлĕ те тĕп хуламăртах çемье çавăрнă. Шел те, Алексей ывăлĕн кун çулĕ вăхăтсăр татăлнă, вăл ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă. Халĕ ватăсен ултă мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук. Çывăх çыннисем яла килсе çỹреме тăрăшаççĕ, ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшаççĕ, сад-пахчине пăхса тăраççĕ. Çулĕсем те пур - мăшăр пĕрле 64 çул алла-аллăн утать.
Ватăсен кун-çулĕ вăрăм пултăр, сывлăхĕ ан хавшатăр.
Анна ВАСЮКОВА
Август 2026 |
