ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Муниципаллă округ администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, аграрисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5576,2 гектар çинче акса хăварнă. Çанталăка пула 419,9 гектарĕ сиенленнĕ. Октябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем 5000 ытла гектар çинчен (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 99,65 проценчĕ) пĕрчĕллисене тата пăрçа йышшисене пуçтарса тĕшĕленĕ - 14165,8 тонна. Вăл шутра: тулă - 2384,15 гектар çинчен (7163 тонна), урпа - 1421,82 гектар çинчен (3840,8 тонна), ыраш - 110,2 гектар çинчен (266,3 тонна), сĕлĕ - 365,63 гектар çинчен (964 тонна). Вăтам тухăç гектар пуçне 27,5 центнерпа танлашнă, вăл шутра: тулă - 30, урпа - 27, ыраш - 24, сĕлĕ - 26.
Кукуруза кăçал 615 гектар йышăннă, 200 гектар çинчен пухмалли юлнă.
Çĕрулми 37 гектар лартнă. Иккĕмĕш çăкăра 19 гектар çинчен пуçтармалли юлнă. Çитес кунсенче ку ĕçе вĕçлемелле. Пĕтĕмпе 545 тонна çĕрулми пуçтарнă ĕнтĕ.
Ыхра лаптăкĕ 1 гектар йышăннă, унтан 3 тонна тухăç илнĕ (гектар пуçне - 30 центнер).
Çав хушăрах ялхуçалăх предприятийĕсем кĕрхи культурăсене акас, çĕртме тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Кĕрхисен лаптăкĕ 1470 гектар йышăнмалла. Хальлĕхе 1448 гектарне акнă.
Анна ВАСЮКОВА
Август 2026 |
