ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем сывă-таса пулни, хальхи пурнăçпа кăсăкланни савăнтарать. Вĕсенчен пĕринпе паллаштарас тетĕп. Вăл - Питĕркассинче пурăнакан Александр Степанович Чобайкин. Çак кунсенче ватă хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илет.
Александр Степанович 1935 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче кун çути курнă. Шăпа ăна ялти шкулта икĕ класс кăна пĕтерме пỹрнĕ. Ашшĕ-амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки 1944 çулта ăна тата аппăшне Сĕнтĕрвăрринчи ача çуртне çитернĕ. Çав çул унта районтан сакăр ачана янă. Çулсем иртнĕ, каччăна направленипе Ульяновск облаçĕнчи Сенгилей хулине алăсталăх училищине професси пĕлĕвĕ илме янă. Вăл унта тăватă çул хушши механизатора вĕреннĕ.
Унтан вара салтак атти тăхăнма та вăхăт çитнĕ. Çар тивĕçне вăл Белоруссинче пурнăçланă, артиллерист пулнă. Кунта виçĕ çул сисĕнмесĕрех хыçа юлнă.
Çамрăкăн чунĕ çав-çавах тăван ялах туртăннă. Çемье çавăрнă, мăшăрĕпе виçĕ ачана - пĕр хĕрпе икĕ ывăла - кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, хăйсем те асанне-асатте пулнă.
Август 2026 |
