ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ватă çынсен кунĕнче эпир юратнă асаннесемпе кукамайсене, асаттесемпе кукаçисене вĕсен пурнăçри ăслăлăхĕшĕн, ăшшишĕн уйрăмах тав сăмахĕ калатпăр, тимлĕх уйăратпăр.
Çак чун уявĕ умĕн Мăн Этмен шкулĕн волонтерĕсем хăйсемпе пускилте пурăнакан кинемейсемпе мучисене ырă тăвас тенĕ, вĕсем ватăсем патне çитсе чечексемпе парнесем парса саламланă.
Ветерансен куçĕсенче савăнăçлă йăл кулă тата чунтан тав туни палăрнă. Хăшĕ-пĕрисен кĕтмен çĕртен тимлĕх пулнăран куçĕсем те шывланнă. Ачасем те ватăсенчен ырă сăмахсем илтнĕ.
Палăртмалла, 8-мĕш класс вĕренекенĕсем (класс ертỹçи - Ольга Николаевна Михеева) округра иртекен ыркăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, ытти мероприятисенчен те юлмаççĕ. Август уйăхĕнче вĕсем Березовкăри стационарлă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмри ватăсемпе инвалидсем патĕнче те хăнара пулнă, кинемейсемпе мучисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Ун чухне ватăсем хăйсем те хастар пулнă, хăнасемпе пĕрле юрланă, ташланă.
Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсем пур енчен те хастар. Акă, Ваттисен кунĕ умĕн 5-мĕш класра вĕренекен Милена Мидейкина (класс ертỹçи - Татьяна Васильевна Горбунова) хăйĕн ялĕнчи ватăсем патне çитнĕ. Хĕрача вĕсене хăй аллипе ăсталанă открыткăсем парнеленĕ.
Туссем, атьăр-ха, ачасенчен тĕслĕх илер, хамăр юратнă асаннесемпе асаттесене яланах тимлĕх уйăрар. Вĕсемшĕн чи лайăх парне пирĕн юрату пулнине манар мар. Ватăсем пирĕн чун ăшшине яланах туйччăр.
Август 2026 |
