ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çар тивĕçне пурнăçлакансен çемйисем Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен мĕнле пулăшусем илме пултараççĕ-ха?
Çар тивĕçне призывпа тата мобилизаципе пурнăçлакансен мăшăрĕсем тата ачисем валли çакăн пек пособисене пăхса хунă:
- çар службине призывпа пурнăçлаканăн ача кĕтекен мăшăрĕ пĕр хутчен паракан тỹлеве;
- çар службине призывпа пурнăçлаканăн ачи уйăхсерен паракан пособие.
Ача кĕтекен мăшăра пĕр хутчен паракан пособи виçи 42665 тенкĕпе танлашать (ача кĕтнĕ вăхăт 180 кунран кая мар пулмалла). Ачашăн уйăхсерен паракан пособие вăл виçĕ çул тултариччен параççĕ. Анчах та тỹлеве ашшĕ çар тивĕçне призывпа пурнăçланă тапхăрта кăна тỹлеççĕ. Унăн виçи 18 285 тенкĕпе танлашать.
Унсăр пуçне çар тивĕçне мобилизаципе пурнăçлакансен çемйисене те кĕскетнĕ йĕркепе пособи параççĕ: ача кĕтекен мăшăрĕсене тата ачисене. Мобилизациленĕ граждансен тупăшне шута илмеççĕ. Пособие ултă уйăхлăха палăр-таççĕ, унтан ăна тăсма пулать.
Заявление вырăнти клиент службине, нумай функциллĕ центра е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тăратмалла. Заявленипе пĕрле мăшăр (ача ашшĕ) призывпа çар службинче тăнине çирĕплетекен справка пулмалла.
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисене ытти пулăшусемпе те тивĕçтерет. Вĕсен йышĕнче - çар ĕçĕсен ветеранĕсемпе инваличĕсене уйăхсерен пособи тỹлет, инвалидлăхпа пенси парать, санаторипе курорт сиплевĕпе тата ытти тỹлевсемпе тивĕçтерет.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье членĕсене мĕнле пулăшусемпе тивĕçтерни пирки тĕплĕнрех Раççей Социаллă фончĕн официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Ыйтусем пулсан регионти специалистсем те пулăшĕç: 8 800 100 00 01 (шăнкăрав тỹлевсĕр).
Август 2026 |
