ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çулсем иртнĕçемĕн пирĕн ỹт ватăлать кăна мар, тĕрлĕ чир-чĕр тупăнать. Çавăнпа диетологсем апатлану рационне кĕртмелли усăллă çимĕçсен списокне тунă. Вĕсем ватăлассине кăштах чакарма пултараççĕ.
Йỹçĕтнĕ сĕт апачĕсем тата сĕт юр-варĕ. Йогуртра лайăх бактерисем пур, вĕсем вар-хырăм чирĕсенчен упраççĕ. Кефир витаминпа тата пробиотиксемпе пуян. Вĕсем пыршăлăхăн ĕçне йĕркелеççĕ. Тăпăрчăра, сĕтре, хăймара, турăхра кальци пур. Ку çимĕçсем шăмăсене, шăлсене çирĕплетеççĕ. Кунне вĕсене 100-200 грамм çини ỹте лайăхлатать.
Пулă тата тинĕс çимĕçĕсем. Вĕсене эрнере икĕ хутчен те пулин çиме тăрăшмалла. Вĕсенче ỹте илем кỹрекен кирлĕ çусем, витаминсем тата минералсем пур. Вĕсене ăша яни чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен упрать. Пулă çăвĕ организмшăн питĕ усăллă. Вăл юн чăмаккаланасран упрать.
Брокколи тата Брюссель купăсти. Вĕсем - ỹт сыв-лăхĕшĕн калама çук кирлĕ пахча çимĕçсем. Вĕсенче витамин, минерал тата клетчатка нумай. Вĕсене çини инсульт, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем тата усал шыçă пуласран упрать. Вĕсем çавăн пекех организмран токсинсем кăлараççĕ.
Симĕс чей. Вăл усăллă пулни çинчен сахал мар çыраççĕ. Унта чĕре чирĕсенчен, кăкăр ракĕнчен упрама пулăшакан антиоксидантсем пур. Çавăн пекех симĕс чейре пĕркеленчĕксем пуласран упракан теафлавин пур.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
