ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çулталăкăн пур тапхăрĕнче те пушар тухас хăрушлăх пысăк. 2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра 14 пушар пулчĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта вут-çулăм 16 хутчен алхасрĕ. Вут-çулăма пула пилĕк хушма хуçалăх çунчĕ, икĕ кил-çурта "хĕрлĕ автан" çавăрса илчĕ, типĕ курăкпа çỹп-çап çуннă тĕслĕх - улттă, автотранспорта вут илни - пĕрре. Пĕтĕмĕшле тăкак 2 миллион та 969 пин ытла тенкĕпе танлашрĕ.
Тепĕр хутчен аса илтеретпĕр, электрооборудовани вырнаçтарнă е унпа ĕçленĕ чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла. Кăмакасемпе усă курнă чухне те тимлĕхе çухатмалла мар.
Пушара хирĕçле режим пынине те шута илмелле. Кил таврашĕнче çỹп-çап çунтарма юрамасть.
Территори пайĕсемпе илес пулсан, Ачкасси тăрăхĕнче вут-çулăм пилĕк хут алхаснă, Атнарта, Мăн Этменте, Питĕркассинче, Тралькассинче, Хĕрлĕ Чутайра, Кив Атикассинче, Хусанушкăнче тата Штанашра - пĕрешер. Пантьăк территори пайĕнче "хĕрлĕ автан" хуçаланман.
Хăвăра тата çывăх çыннăрсене инкекрен сыхласа, пурлăхăра упраса хăварас тесен кулленех пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла. Пĕчĕк çитменлĕх те пысăк инкек патне çитерме пултарнине асра тытмалла.
Хисеплĕ граждансем, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр - тỹрлетме май çук йăнăш ан тăвăр.
Август 2026 |
