Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Фермерсен слечĕ

Категория: Общество Опубликовано: 12.09.2025, 14:39 Просмотров: 78

Августăн 29-мĕшĕнче Етĕрнере Чăваш Республикинчи фермерсен VI слечĕ иртнĕ. Унта ялхуçалăхĕнчи 250 ытла представитель хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн округ делегацийĕ те пулнă.

Слетра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пĕчĕк тата вăтам предпринимательсемпе тĕл пулнă - АПК-на аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă, кăçалхи çур çулхи кăтартусемпе паллаштарнă. Ялхуçалăх производствин индексĕ мĕнпур йышши хуçалăхсенче 106,4 процентпа танлашнă (ку енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче 14 регион хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă), çав шутра ялхуçалăх организацийĕсенче - 111,2 процент. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан аш производстви 6 процент, сĕт - 3,2 процент, çăмарта - 35,5 процент ỹснĕ. Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе пĕтерес ыйтăва та сỹтсе явнă. Малашне ялхуçалăх организацийĕсемпе фермерсене субсиди панă чухне ĕç тухăçлăхĕ çине пăхаççĕ. Кунта ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕнпур çĕре саккунпа килĕшỹллĕн шута илни те кирлĕ. Çавăн пекех пулăшăва культурăсен тухăçĕ республикăн вăтам тухăçĕн кăтартăвĕпе тан е унран 10 процент пĕчĕкрех пулсан тивĕçĕç.

Кăçал аграрисене - 109, çав шутра федерацирен - 58, республикăран 51 программăпа патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Вĕсемпе куçаракан укçан 67 проценчĕ республика бюджетĕнчен килет.

Слетра 2024 çулхи кăтартусем тăрăх "Чи лайăх 100 фермер хуçалăхĕ" рейтинг пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Пирĕн округри фермерсенчен: 52-мĕш вырăнта - Н.Г.Ежеев, 60-мĕшĕнче - Ю.С.Лаптев, 84-мĕшĕнче - П.В.Устинов, 100-мĕш вырăна Л.В.Данилова йышăннă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6